Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне, 14 муниципаллӑ районта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне суйлассипе хушма тата васкавлӑ суйлавӗсем иртнӗ. ТСК (выр. ЦИК) кӑтартӑвӗсемпе килешӳллен республикӑра суйлава хутшӑннӑ ҫынсен шучӗ — 57,21%.
Суйлавҫӑсем хутшӑннин чи ҫӳлле процентне Тӑвай районӗнче регистрациленӗ — 83,05%. Хыҫҫӑн 82,90% кӑтартупа Елчӗк районӗ пырать.
Суйлав бюллетенӗ ҫине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», ЛДПР, КПРФ партирен тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» фракцинчен пуре 90 кандидата кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри Патшалӑх канашӗн дупутатне суйлассипе хушма суйлавӗнче хӑйсен кандидатурине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», КПРФ, ЛДПР, «Родина» тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» юхӑмӗсенчен пуре 5 кандидата палӑртнӑ.
Чӑваш Ен ТСК кӑтартӑвӗ тӑрӑх нумайӑшӗ «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» партийӗн элчисене суйланӑ — 70%. Ыттисен вара ҫапларах кӑтартусем: «ЛДПР» — 10%, КПРФ — 9% тата 5% — «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей».
Тӗпсуйлавкомра пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ пулӑмсене асӑрхаман. Суйлав йӗркине ШӖМ управленийӗн 350 ӗҫченӗ тата ШӖМ 3997 ШҪ 92 салтак тытса пынӑ.
Шыв-шуртаа тухнӑ черетлӗ инкек ҫурлан 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси ялӗнче пулса иртнӗ. 51 ҫулхи арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пӗве хӗрринче юлташӗсемпе паллӑ тунӑ, яланхилле ӗнтӗ ҫырткаланӑсӑр пуҫне «хаяр» шӗвӗкне те сыпнӗ. Хыҫҫӑн вара менелникҫӑ шыва кӗме шут тытнӑ, юлташӗсем асӑрхаттарни те ӑна чарайман.
Ҫыран хӗрринче ҫуралнӑ кунне паллӑ тума юлнӑ арҫынсем юлташӗ шывра ҫухалнине тӳрех асӑрхаман. Пулӑшӳ кӳрме чупса ҫитнӗ ял вӑйпиттисем менеликҫӑна шывран вилнӗскерне туртса кӑларнӑ.
Эрнекун пирӗн ҫӗршывра десантҫӑсем хӑйсен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв хуласенче тӗрлӗрен иртет — пӗрисем фонтанта шыва кӗреҫҫӗ, теприсем Атӑлпа ҫырлахаҫҫӗ. Хӑйсене эрех-сӑра тӗлӗшӗнчен чарманнине пула десантҫӑсене йӗрке хуралҫисем тытса кайни те тӗл пулать. Шупашкартах, ав, эрнекун унашкал 15 ҫынна хупса лартнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан сывлӑш ҫарӗн салтакӗсем ҫак куна ҫуталӑк хушши асӑнмалӑх питӗ кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ.
Ялтисем те хуларисенни пекех уява паллӑ тумасӑр хӑвармаҫҫӗ. Фонтан таврашӗ ҫукран пулӗ вӗсен канӑвӗ культурӑллӑрах иртет. Ак, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялнех илес. Пӗвесӗр мар ӗнтӗ ҫак тӑрӑх, кирлӗ пулсан фонтан вырӑнне ӑна та усӑ курма пулать пуль. Владимир Владимиров вара, иртнӗ ҫулсенче сывлӑш ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑскер, ҫак кун ялти музейпе паллашнӑ иккен.
Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче хӑнана Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене халалланӑ кӗтес кӑсӑклантарнӑ — чылай вӑхӑт хушши вӑл унта сӑнӳкерчӗксемпе, хутсемпе тата ытти тӗрлӗ экспонатсемпе паллашнӑ. Музей ертӳҫине те тав тунӑ — ара кун чухлӗ материала пухма, вӗсене типтерлӗ упраса тӑма самай вӑхӑт кирлӗ.
Тӗрӗс-текел, сывлӑхлӑ пурӑнма тӑрӑшатпӑр пулин те никам та пӗлмест шӑпа пире мӗнле тӗрӗслевсем илсе килессине. Хӑш чухне ҫын пурнӑҫӗ хӑй айӑпӗпе мар, урӑх сӑлтавсене пула татӑлать.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче, 10:25 минут тӗлнелле Тӑвай районӗнчи «Енӗш» урапа ҫулӗ ҫинче хӑрушӑ ҫул инкеке сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне йӗркелесе пыракан инспекцийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх инкек «ВАЗ-21099» урапапа Тӑвай ялӗнчен Канаш хули еннелле руль умӗнче ларакан 50 ҫулхи арҫын айӑпӗпе тухнӑ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлмен сӑлтавсемпе водитель машина парӑнтарайманран трассӑран ҫул хӗрне тухнӑ, унта пӗтӗм вӑйпа ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ, хыҫҫӑн урапа кювете ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ку инкекре урапа кустӑрми айне пулнӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водителе тата «ВАЗра» ларса пыракана тӗрлӗ сурансемпе Канаш хула пульницине леҫнӗ.
Ялта ҫуралнӑ, анчах вӑтам е аслӑ пӗлӳ илме республика тӗп хулине вӑхӑтлӑха пурӑнма куҫнӑ ҫамрӑксем лавккара туяннӑ сӗт таврашне тутанса пӑхсанах тӳрех «ку ӗнтӗ тӑван килти Бурёнка сӗчӗ мар ҫав» тесе сӑмсисене йӗрӗнсе аякалла пӑраҫҫӗ. Технологи тапхӑрӗ аталаннӑ май паянхи кун ҫак пулӑмӑн лару-тӑруне те начасах техника улӑштарма пултарӗ.
Шупашкарти урамсенче сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсене вырнаҫтарма планлани ҫинчен эпир сӑмаха хускатнӑччӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» куравра специалистсем ырланӑ май хулара ҫак кунсенче 7 сӗткомачӗ «ӳссе те ларнӑ». Вӗсене 02.08.2012 №220 «Шупашкар лаптӑкӗнче ял-хуҫалӑх продукцийӗн суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫласси ҫинчен» ятарлӑ хула администраци йышӑнӑвӗпе вырнаҫтарнӑ.
Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем чӑннипех те меллӗ. Вӗсен тупӑшне хула администрацийӗ те, ҫыннисем те туйса илме май пулӗ. Хальлӗхе сӗткоматсем Ленин районӗнче икӗ вырӑнта: Мир проспекчӗн 7-мӗш тата 9-мӗш Пиллӗҫуллӑх урамӗн 16/15 адрессемпе вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Калинин районӗненчи Калинин урамӗн 100-мӗш тата Трактӑр тӑвакан проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче те автоматсем «ӳссе ларнӑ».
Хальхи вӑхӑтра театрсем гастрольсене ҫӳреҫҫӗ тата хӗрсех ҫӗнӗ сезона хатӗрленеҫҫӗ. Пуканӗ театрӗ, ав, халӗ «Эпӗ халь телейлӗ» спектакль лартассипе ӗҫлет.
Повеҫ авторӗ — Валентина Элпи. Ӑна вӑл шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ. Хайлава автобиографилле тесе хаклаҫҫӗ. Унта автор хӑйӗн ачалӑхӗ, шкул ҫулӗсем тата алла пуҫласа калем тытнӑ самантсем пирки каласа кӑтартать. Премьерӑна Валентина Элпин 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне сцена ҫине кӑларасшӑн. Аса илтеретпӗр, паллӑ писатель 1913 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (1956 ҫулта пичетленнӗ), «Тинӗс чечекӗ» (1973), «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (1983), «Качча кайиччен» (1990), «Качча кайсан» (2002), «Пепке ҫуралсан…» (2006) тата ытти кӗнеке авторӗ.
«Эпӗ халь телейлӗ» спектакле театрӑн ӳнер ертӳҫи Юрий Филиппов лартать. Вӑл телей темине мала кӑларма шут тытнӑ иккен. Спектакльти тӗп герой пурнӑҫри кашни самантшӑн савӑнать. Хӑйне телейлӗ туйма нумай кирлӗ марскере ҫутҫанталӑкӑн пӗр вӑхӑчӗ тепринпе ылмашни те савӑк кӑмӑл парнелет иккен.
Патшалӑх регистрацийӗ, кадастрӗ тата картографийӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «дача амнистийӗпе» усӑ куракансен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. «Амнисти» тени дача ҫурчӗсене, ҫӗр участокӗсене, уйрӑм ҫурт-йӗре тата гаражсене ҫӑмӑллатнӑ майпа шута илме май панине пӗлтерет. 2009 ҫулта ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑ пулнӑ иккен-ха — ун чух 38 пин обьекта регистрациленӗ. Пӗлтӗр вара — 18 пин, кӑҫал — 6 пин ытларах кӑна.
Куҫман пурлӑха ҫӑмӑллатнӑ меслетпе Канаш (кӑҫал кӑна унта 736 объекта шута илтерттернӗ), Куславкка (625), Сӗнтӗрвӑрри (549), Вӑрнар (480), Тӑвай (385) районӗсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутайсем, Шупашкар, Пӑрачкав тата Муркаш районӗсенче аплах мар иккен. «Дача амнистийӗпе» ҫыхӑннӑ ыйтусене маларах асӑннӑ управленин районсенчи пайӗсенче тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Тӑвайри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. Вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускавра иртнӗ «Ачалӑх адресӗ — Раҫҫей» конкурса хутшӑннӑ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 150 ытла коллектив пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Тӑвайри ӳнер шкулӗн «халӑх юррисен «Забава» ансамблӗ, «Тайна» вокал ансамблӗ тата Мария Кирилловӑпа Анастасия Козлова солистсем хӳтӗленӗ.
Конкурсран «Тайна» ансамбль виҫҫӗмӗш степеньлӗ дипломпа тата «Пултаруллисен парачӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале хутшӑнма ирӗк паракан сертификатпа таврӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ мероприяти Хура тинӗс хӗрринче, Анапа хулинче, иртмелле.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Республика кунӗ кӗрлесе те шавласа иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра яланхиллех ҫӗнӗрен тӗрлӗ объект хута кайрӗ. Тӑвай районӗнчи Нӑрваш салинче фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайнӑ. Ӑна хӑвӑрт ҫӗклемелли технологипе кӗске вӑхӑтра хӑпартнӑ.
Аса илтеретпӗр, республикӑра виҫӗ ҫулта 100 медпункт уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен ҫирӗммӗшне — кӑҫал. Ҫавсенчен пӗри пучлӗ те ӗнтӗ Тӑвай районӗнчи.
Ҫӗнӗрен хута кайнӑ фельдшерпа акушер пунктне Нӑрваш тата Кушкӑ ялӗсенче пурӑнакан 300 ытла ҫынна пӑхса тӑмалла.
ФАПа уҫма тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем килсе ҫитнӗ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |